Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ шупашкар

Экономика

Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче кӑҫал мӗне харпӑрлӑха куҫарассине тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Унчченхи апла йышӑнӑва пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.

Халӗ кӑҫалхи Приватизаци программине тепӗр объект кӗртес тенӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ гидротехника сооруженийӗ. Ҫав вӑхӑтрах программӑран кӑларса пӑрахма шут тытнӑ объектсем те пур. Сӑмахран, «Батыревский» плодопитомник» акционерсен уҫӑ обществин акцине маларах 100 проценчӗпех сутма шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӑна тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫакна республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви Раҫҫее ют ҫӗршыв таварне кӳрсе илессине чакарнипе тата ют ҫӗршыври тавар вырӑнне хамӑр патра кӑларассине сарас енпе ҫине тӑнипе сӑлтавлать.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ иртнӗ. Унта, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫын сахалрах хутшӑннӑ.

Пӗлтӗр диктанта 600 яхӑн ҫын ҫырнӑ пулсан кӑҫал — 400. Виҫӗмҫул вара диктанта 900 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал 7-ӗн текста «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Пӗлтӗр вара 4-ӑн кӑна ку палла тивӗҫнӗ.

Кӑҫал «5» илнисен йышӗнче «Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи проект ӗҫченӗ, «Ульяновец» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, «Автовестник» журнал ӗҫченӗ пур. Ыттисене хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ-ха.

Диктанта мӗнле паллӑлӑх ҫырнине totaldict.ru сайтра тӗрӗслеме пулать. Унта кӗрсен диктант умӗн тултарнӑ бланкра палӑртнӑ кодлӑ сӑмаха кӑтартмалла. «5» паллӑ илнисене 89278444076 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех диктант мӗнле ҫырнине ЧППУн ҫӗнӗ копусӗнче акан 23–24-мӗшӗсенче 17-18 сехетсенче е Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 17–18 сехетре тӗрӗслеме май пур.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ иртӗ.

 

Республикӑра

Иртнӗ шӑматкун виҫӗ район ентешлӗхӗ уява пухӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫав шутра елчӗксем те савӑчӗҫ.

Уяв 10 сехетре, спорт ӑмӑртӑвӗсенчен, пуҫланнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн спорт залӗнче «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» республика шайӗнчи турнир иртнӗ. Унта тӗрлӗ районтан килсе ҫитнӗ 120 ытла шкул ачи кире пукан йӑтассипе Елчӗк ен ентешлӗхӗн кубокӗшӗн ӑмӑртнӑ. Турнира уҫнӑ ҫӗрте Тӑван Ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине тата Афган Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем пулнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Борис Миронов та пухӑннисене уявпа саламланӑ. «Ку ӑмӑртӑва йӗркелеме кире пуканӗ йӑтассипе Гиннес кӗнекинех лекме пултарнӑ Елчӗк ен мухтавлӑ ывӑлӗ Юрий Карпов чылай тӑрӑшрӗ», — тесе пӗлтерет спорт мероприятийӗ пирки Елчӗк хастарӗ Зоя Яковлева.

Спортсменсене Раҫҫейӗн пултаруллӑ купӑсҫи Арсений Яйцов хитре кӗвӗсемпе хавхалантарнӑ иккен. Пуҫтарӑннисем ӑмӑртнисӗр пуҫне ташланӑ та, юрланӑ та.

Унтах «Вилӗмсӗр полк» акци иртнӗ. Ачасем Тӑван ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ аслашшӗ-асламӑшӗн аллӑ ытла сӑнӳкерчӗкне илсе килнӗ.

Пӗтӗмӗшле командӑсем хушшинче кире пуканӗ йӑтса Елчӗк, Йӗпреҫ, Шупашкар районӗсен командисем мала тухнӑ, «Елчӗк ен» ентешлӗхӗн парнисене тивӗҫнӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/353.html
 

Экономика Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта промышленноҫ продукцине туса илесси чакнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсемпе танлаштарсан ҫак калӑпӑш 8,2 процент пӗчӗкрех.

Транспорт хатӗрӗсен производствинче цифрӑсем уйрӑмах пӗчӗкленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах хими промышленноҫӗ уксахламасть — тавар туса илесси унта пысӑкланнӑ.

Тирпейлекен промышленноҫа пӗтӗмӗшле илсен, 13 отрасльтен улттӑшӗнче производство калӑпӑшӗ пӗчӗкленнӗ. Транспорт хатӗрӗпе оборудованийӗ кӑларакансем пӗлтӗрхин ҫурринчен кӑшт кӑна иртейнӗ: вӗсен индексӗ — 57,7 процент. Металлурги производстви те лайӑх кӑтартупа мӑнаҫланаймасть: унти индекс — 74,6 процент. Хими промышленноҫӗ экономикӑри йывӑрлӑха парӑнса ларман: производство калӑпӑшне пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи виҫӗ уйӑхринчен 14,4 процент ӳстернӗ. Электрообрудовани отраслӗнче, целлюлозӑпа хут производствинче, издательствӑпа полиграфире ӗҫлекенсем те унчченхинчен аванрах тимленӗ.

 

Хулара

Укҫаллӑ пулас тесен преступлени пирки пӗлтермелле. Ҫӗнӗ Шупашкар хула депутачӗсем иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче ҫавӑн пек йышӑну кӑларнӑ. Преступлени туни е ӑна хатӗрленни пикри пӗлтерекенсене укҫан хавхалантармалли ҫинчен калакан право актне хула прокуратури хатӗрленӗ. Депутатсем вара ӑна ырланӑ.

Укҫана тивӗҫес тесен тӗрӗс хыпарламалла. Пӗлтерни преступление уҫса пама пулӑштӑр. Судран е следствирен тарса ҫӳрекенсем ӑҫта пытаннине систерсен те укҫан хавхалантарӗҫ.

Хӑш хыпаршӑн мӗн чухлӗ тивӗҫесси преступлени йывӑрӑшӗнчен килет. Пӗчӗк тата вӑтам йывӑрлӑхлӑ преступлени туни е тума хатӗрленни пирки систерсен, сӑмахран, 500 тенкӗ тӳлӗҫ. Йывӑр тата уйрӑмах йывӑрри пирки евитлесен 1000 тенкӗ уйӑрмалла.

Ҫӗнӗ йӗрке ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.

 

Раҫҫейре

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ иртет. Унта кӑҫал тӗнчери 50 ытла ҫӗршыв хутшӑнать. Португали, Турци, Швеци те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Испанла калаҫакан ҫӗршывсем те диктантпа кӑсӑкланма тытӑннӑ.

Чӑваш Ене вара ҫынсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине виҫҫӗмӗш ҫул тӗрӗслеҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ӑна «Советская Чуваши» хаҫат тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологи факультечӗ йӗркелесе пырать.

Кӑҫал диктант текстне Евгений Водолазкин литературовед тата прозаик ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Волшебный фонарь» ят панӑ. Ӑна Раҫҫейри 20-мӗш ӗмӗрти кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарнӑ.

Республикӑра диктанта виҫӗ ҫӗрте ҫырӗҫ: ЧПУра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире. Текста яланхи пекех ЧПУн филологи факультечӗн вӗрентекенӗсем тата чӗннӗ хӑнасем вулӗҫ. Наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫи Любовь Петрова вулӗ.

Диктант ҫырма килейменнисем хӑйсен вӑйне totaldict.ru сайтра тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Унта трансляци вӑхӑт поясне кура виҫӗ хуларан иртӗ: Иркутскран, Новосибирскран, Мускавран. Вырӑс чӗлхине маннисем валли ятарлӑ курссем йӗркеленӗ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Малашне Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем вӗренӳрен уйрӑлмасӑр специалистсем патӗнче тӗрӗсленме пултараҫҫӗ. Унта ачасене диспансеризаци витӗр кӑлармалли мобильлӗ комплекс пур.

Нумай функциллӗ автобуса ҫак кунсенче 1-мӗш шкулта хӑтланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, мобильлӗ комплексӑн ӗҫлемелли енӗсем анлӑланнӑ. Ҫапла майпа ачасем поликлиникӑна каймасӑрах медтӗрӗслев витӗр тухма пултараҫҫӗ.

Халӗ медицина специалисчӗсен бригади кирек мӗнле шкула, ача пахчине килме, диспансеризаци ирттерме пултараҫҫӗ. Ҫав автобусра анализсем пама, электрокардиограмма тума, чӗрене тӗрӗслеме пулать. Ҫавӑн пекех стоматолог тӗрӗслет.

Тухтӑрсен бригадин йышне невролог, отоларинголог, окулист, хирург, ортопед, гинеколог, уролог тата психиатр кӗрет. Автобусра тухтӑрсем пӗр сехетре 50-60 ҫынна тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи планеркинче управляющи компанисене лицензилесси епле пынине тишкернӗ.

Лицензиленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн рынокӗнчен управляющи компанисен 20 проценчӗ каймалла иккен. Вӗсенчен 10 проценчӗ халех ку процедурӑна хутшӑнас маррине пӗлтернӗ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 5251 нумай хваттерлӗ ҫурта 165 управляющи компани тытса тӑрать, вӗсенчен пысӑк пайӗ, 86-шӗ, — Шупашкарта, 17-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Лицензи илес шухӑшпа республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине 147 организаци заявленипе тухнӑ. Асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ Сергей Димитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, хупӑнма кӑмӑл тунисенчен ытларахӑшӗ — сахал ҫурта тытса тӑракансем. Вӗсем лицензи илсен тата вӑйлӑрах тӗрӗслесе тӑрасран шикленеҫҫӗ имӗш. Унсӑр пуҫне Димитриев управляющи компанисенчен 15–20 проценчӗ тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе пӗлтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа управляющи компанисем тытса тӑман ҫуртсем те пулӗҫ. Ун пеккисем Куславкка районӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен: унта 105 ҫурт иккен, Канашра — 75, Комсомольскинче — 45.

Управляющи компани пӑрахсан ҫурта тытса тӑрас тивӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӑй ҫине илмелле те малалла мӗнле тытса тӑрассине 15 кунта татса памалла.

Малалла...

 

Ӳнер

Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳ музейӗнче Леонтий Усовӑн йывӑҫ кӳлеписен куравӗ уҫӑлнӑ. РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи «Ҫын — тӗнче тыткӑчи» проект кӑтартать. Ӑна вӑл Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.

Экспозицире — ӑста тӗрлӗ ҫулсенче хатӗрленӗ 33 ӗҫ. Леонтий Усов Архангельск облаҫӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Томск хулинче пурӑнать. Вӑл йывӑҫ кӳлеписемпе тӗнчипех палӑрнӑ. Леонтий Усов — паллӑ портретист, Ҫамрӑксен театрӗн актерӗ. Унӑн 700 ытла ӗҫ. Чылайӑшӗ тӗнчери паллӑ музейсенче вырӑн тупнӑ.

Леонтий Андреевич темӑсем суйламасть. Вӗсем хӑйсемех ҫуралаҫҫӗ-мӗн. Вӑл пултаруллӑ паллӑ ҫынсен, ҫыравҫӑсен, литература сӑнарӗсен портерчӗсене касса кӑларма кӑмӑллать.

2011 ҫулта ӑна РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин ятне панӑ. 2013 ҫулта ӑна Прагӑра Франц Кафка ячӗллӗ ылтӑн медальпе чысланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк Кун пек сӗрӗмлесен сывлӑш таса пулаймӗ
Кун пек сӗрӗмлесен сывлӑш таса пулаймӗ

Халӗ тем тӗрле танлаштарӑм йӗркелекен те пур. Пӗрисем укҫа-тенкӗ тӑрӑмне палӑртма ӑнтӑлаҫҫӗ, теприсем ӑҫта пурӑнма лайӑхраххине пӗлесшӗн ҫунаҫҫӗ.

Халӗ тата «Симӗс патруль» экологи организацийӗ Раҫҫей субъекчӗсен экологи танлашӑмне хатӗрленӗ иккен. «Савӑнмалли хыпар: Чӑваш Ен ТОП-10 рейтинга кӗме пултарнӑ», — пӗлтерет «Хыпар» хаҫат.

Иртнӗ ҫул та пирӗ республика унта палӑрнӑ-ха. Хальхинче те вӑл унчченхи евӗрех 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Малти йӗркесене Тамбов, Белгород облаҫӗсем, Чукотка автономи округӗ йышӑннӑ. Чӑваш Ен малти вырӑнсенчен пӗрине йышӑннинче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савут хута кайнин тӳпи те пур иккен. Списокра мала лекнисем — Челепи, Мускав облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ. Рейтинг «хӳрешкинче» — Сарӑту, Свердловск, Тула облаҫӗсем.

 

Страницӑсем: 1 ... 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, [159], 160, 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, ... 194
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть